Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шурӑ кӑвакарчӑн (Кӗмӗл Кӗпер)

Шурӑ-шурӑ кӑвакарчӑн,
Мӗн калатӑн-ши мана?
Шанчӑка кӑна хӑварччӗ, —
Ӳкӗтлетӗп, эп сана.
Ямахат юррисенчен.
>>Хӑй хӑвалакан монголсене пере-пере вӗлернӗ хыҫҫӑн, Саврӑш нукерӗсене чарӑнма хушрӗ те сулахаялла кӑтартрӗ.
— Ылттӑнпик унталла кайрӗ. Атьӑр, ӑна шыраса тупатпӑр!..
Ҫирем юланутлӑ текӗрт, пысӑк мар сӑрт урлӑ каҫса, аялалла анма тытӑнчӗ. Малта монголсен чатӑрӗсем курӑнса кайрӗҫ.
— Монголсен тапӑрӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Саврӑш. — Ман хыҫҫӑн!.. Пӑлхарсем тепре тытӑҫӑва хатӗрленчӗҫ. Анчах вӗсене хирӗҫ тухакан никам та пулмарӗ. Пӑлхар нукерӗсем чатӑрсен хушшине кӗрсе кайрӗҫ.
— Пулӑшӑр! — кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Хӗр сасси.
Хӑйӗн сакӑл утне Саврӑш кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ еннелле васкатрӗ.
— Пулӑшӑр! — каллех илтӗнчӗ капан пек пысӑк шурӑ чатӑр ӑшӑнчен.
Шурӑ парс пек Саврӑш учӗ ҫинчен сиксе анчӗ те чатӑра чупса кечӗ.
Чатӑрӑн хыҫал енче ватӑ монгол карчӑкӗ аллине анкар тытна та темле хӗре хӑвалать. Хӗр ниепле те унран пӑрӑнса алӑк патнелле тараймасть. Ура сассине илтсе, монгол карчӑкӗ алӑк еннелле ҫавранче.
— Йытӑ! — шӑлсӑр тутипе вылятса кӑшкӑрчӗ вӑл. — Пӑлхар йытти!..
Хайхискер сылтӑм аллине ҫӗклерӗ те анкарне Саврӑш ениелле ывӑтрӗ. Пӑлхар паттӑрӗ хӑй ҫинелле ывӑтнӑ анкартан пӑрӑнса виҫ утӑм малалла утрӗ те карчӑка аллинчен тытса алӑк патнелле туртрӗ. Карчӑк, ывтӑнса кайса, урайне сарнӑ пуйясем ҫине ӳкрӗ.
Унтан тарса пытанас текен хӗр, хӑраса, кукленсе ларчӗ те Саврӑш ҫине хӑйӗн ҫӑлтӑр куҫӗсемпе тархасланӑн пӑхрӗ.
— Кам эсӗ? — ыйтрӗ Саврӑш унран. Патнерех пычӗ те хӗре ури ҫине тӑратрӗ. Хӗр ытарайми хитре. Пӗр пичӗ хӗвел, тепри уйӑх, тупата, пике-турӑ тесе калӑн ҫав!..
— Кам эсӗ? — тепре ыйтрӗ Саврӑш, хӗре ытараймасӑр. — Ан хӑра!.. Сана усал тӑвас ҫук эпӗ.
Саврӑш ӑнланчӗ: ун умӗнче монголсен аллине лекнӗ хӑрхӑм. Пӑлхар пики мар иккен. Кӑпчак та мар. Кӑпчак хӗрӗ те пӑлхарла ыйтнине ӑнланнӑ пулӗччӗ.
— Вырӑс-и эсӗ? — чухласа илчӗ Саврӑш, вара хӗре вырӑсла каларӗ. — Не бойся, я твой друг.
Виҫӗмҫул вӑл Ылттӑнпик амӑшӗ Вышелюба хӑй ашшӗ патне Ресан хулине кайса ҫӳренӗ чухне сыхлав текӗртӗнче пулнӑччӗ. Уйӑх ытла вырӑссем хушшинче пурӑнса, кӑштах вӗсен чӗлхине те чухлама вӗренчӗ.
Хӗр, тӑван чӗлхипе калаҫнине илтсе, тӳрех улшӑнчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ. Тупата, чатӑра ирпе хӗвел ялкӑшса кӗнӗ пек пулчӗ. Тӗлӗннипе Саврӑшӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ.
— Мӗнле чипер эсӗ!.. — терӗ вӑл, тавралӑхра мӗскер пулса иртнине пӗтӗмпе манса. — Мӗн ятлӑ эсӗ? Мӗншӗн чӗнместӗн?..
— Любава, — терӗ хӗр, ку йӗкӗт хӑйне усал тумассине ӑнланса. — Эс монгол мар... Пӑлхарсем килнине илтрӗм эпӗ... Пӑлхар-и эсӗ?..
— Пӑлхар... Саврӑш ятлӑ...
— Монголсем, мӗн, тарчӗҫ-им?
— Тарчӗҫ. Эпир ҫӗнтертӗмӗр.
— Супетей... Леш, хӑрах куҫли... Питӗ хӑрушши... Ӑҫта вӑл?
— Ҫук, ҫук, унран хӑрама кирлӗ мар, — лӑплантарчӗ хӗре Саврӑш. — Пӗтнӗ вӑл, вилнӗ...
Савраш хӗре ачашшӑн аллинчен тытрӗ те тулалла ҫавӑтса тухрӗ.
— Авӑ, куратӑп-и, пӗр монгол та ҫук, — терӗ вӑл тавралӑха аллипе тӑсса кӑтартса. — Пӗтӗмпех пӗтнӗ вӗсем...
Вӗсене саламланӑн, хӑйне хуплама тӑнӑ хура пӗлӗтсене сире-сире тӳпене сап-сарӑ хӗвел тухрӗ те кӑмӑллӑн, савса-юратса, кулса ячӗ. Таҫтан тупаннӑ шурӑ кӑвакарчӑн Саврӑшпа Любава умне вӗҫсе анчӗ те кулюклатса вӗсен ури умӗпе иртрӗ.
"Шурӑ кӑвакарчӑна курни телее теҫҫӗ, - шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ Саврӑш пуҫӗнче. — Ҫапла пултӑрахчӗ!.."
Ӑна хӑй ҫумӗнчи ытарайми вырӑс пики Любава ҫапла шурӑ кӑвакарчӑн пулса ун тавра кулюклатса ҫаврӑннӑн туйӑнса кайрӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-19 10:16:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3647 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем